Паян Ҫӗрпӳ муниципалитет округӗн Культура центрӗнче йӗркелесе ирттернӗ Чӑваш чӗлхи уявне хутшӑнтӑмӑр. Кунта чӑваш чӗлхипе литература, тӑван ен культури олимпиадисен муниципалитет шайӗнчи тапхарӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене чысларӗҫ. Пирӗн маттур вӗренекенсем те вӗсен хушшинче пулчӗҫ. Малалла тата пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр ҫак пултаруллӑ вӗренекенсене. Сывлӑхӑрсем ҫирӗп пулччӑр, вӗренӳре пысӑк ҫитӗнӳсем тумалла пултӑрччӗ сирӗн.
Чӑваш чӗлхи уявӗ